Медицина ӗҫченӗсем професси уявне паллӑ турӗҫ

Календарьпе вӑл - ҫӗртме уйӑхӗн виҫҫӗмӗш вырсарникунӗнче. Республикӑри сывлӑх сыхлавӗнче тӑракансем маларах Вырӑс драма театрне пухӑнчӗҫ.

Унта тухтӑрсем ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетнипе пӗрлех, нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшакансене чысларӗҫ. 

Пухӑннисене уявпа Алла Салаева вице-премьер тата Сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов саламларӗҫ. Пилӗк тухтӑр "Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ врачӗ" хисеплӗ ята тивӗҫрӗ. Вӑл шутра - Вӑрмар район тӗп больницинче 28 ҫул шӑл тухтӑрӗнче ӗҫлекен Алевтина Семёнова. Хирургсем хушшинче "Чи лайӑххи" ята Гузель Айзетулова тивӗҫрӗ. Вӑл республикӑри вӑрҫӑ ветеранӗсен клиника госпиталӗнче 13 ҫул ӗҫлет. Уяв сцени ҫине ҫавӑн пекех Муркаш районӗнчи Сыпайкассинчи фельдшерпа акушер пунктӗнче тӑрӑшакан Алина Ефимова тухма тивӗҫ пулчӗ. 

Республикӑра "Земство тухтӑрӗ" тата "Земство фельдшерӗ" программӑсем ӑнӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем ялсенчи кадр ыйтӑвне татса пама тивӗҫ. Ҫавӑн пекех технологисем аталаннипе медицина пулӑшӑвӗ памалли майсем анлӑланса пыраҫҫӗ. Чӑваш Енре иккӗмӗш ҫул санавиаци ӗҫлет. Халӗ Улатӑрпа Шупашкар хулисенче вертолет валли хушма лаптӑкӗсем тӑваҫҫӗ.

 

Диана Иванова, Владимир Синдеев