Медицина десанчӗ каллех ҫула тухрӗ

"Ырӑлӑх - яла" Пӗтӗм Раҫҫейри акципе килӗшӳллӗн хальхинче вӑл Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхне ҫитрӗ. Ялта пурӑнакансен сывлӑхне тӗрлӗ специалист тӗрӗслерӗ. 

Нарат Чакки тата ҫывӑхри ялсенче пурӑнакансен сывлӑхне 20 ҫул ытла ӗнтӗ Любовь Корнилова фельдшер асӑрхаса тӑрать. 2021-мӗш ҫул вӗҫӗнче кунта ҫӗнӗ медпункт хута янӑ. Пациентсене йышӑнма халӗ меллӗ те хӑтлӑ, тет Любовь Николаевна. "Ырӑлӑх яла" акципе килӗшӳллӗн тухтӑрсем килнӗшӗн ҫынсем хӗпӗртенине пытармаҫҫӗ. Уйрӑмах ватӑсем кӑмӑллӑ. Ҫула йӑпӑр-япӑр пуҫтарӑнса тухма вӗсене йывӑр. Ҫавӑнпа та специалистсем хӑйсем яла ҫитни паха. Флюорографи, узи тухма май пулчӗ. Ҫавӑн пекех Шупашкартан офтальмолог, эпидемиолог, онколог, Сӗнтӗрвӑрринчен терапевт килнӗ. 

Килтен тухса ҫӳрейменнисем патне ятарлӑ машина ячӗҫ. Сывлӑхне тӗрӗслеттернӗ хыҫҫӑн вӗсене килӗсене леҫсе ячӗҫ. Пурӗ 50 ытла ҫын ҫак кун тухтӑрсем патӗнче пулчӗ. Камӑн тарӑнрах тӗпчев тухмалла е сипленме каймалла - район больницине тата Шупашкарти специалистсем патне направлени пачӗҫ.

Екатерина Фомина, Татьяна Иванова, Екатерина Янгалакова