Маска йӗркине пӑснӑшӑн — штраф

Шупашкарта ятарлӑ ушкӑнсем халӑх йышлӑ пухӑнакан вырӑнсене тӗрӗслеҫҫӗ.

Инфекцие сарӑлма парас мар тесе республикӑра маска тӑхӑнса ҫӳремелли йӗрке йышӑннӑ. Унсӑр пуҫне халӑха турттаракан транспорта халь кунне 3 хут дезинфекцилеҫҫӗ. Анчах транспорта тасатни кӑна коронавирусран хӳтӗлемест. Ҫынсен сӑмса-ҫӑвара маскӑпа хупласа ҫӳремелле. Унсӑрӑн штрафлама пултараҫҫӗ. Хальхинче те Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑх инспекторӗсем тата Транспорт министерствин специалисчӗсем тӗрӗслеве тухрӗҫ. 

 

Алёна Артёмкина, Вадим Владимиров