Кун пек хваттер республикипе те 6 кӑна

Шупашкарти халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен комплекслӑ центрта "Хӑвна ӗнен" ятпа вӗренмелли хваттер уҫӑлчӗ. Унта сывлӑх енчен хавшак е йывӑр чир хыҫҫӑнхи ҫынсем хӑйсене хӑйсем пӑхма, кулленхи ӗҫе тума ҫӗнӗрен хӑнӑхаҫҫӗ. 

Екатерина Фролова инсульт хыҫҫӑн. Йывӑр чире пула ӑна ҫӳреме, тӗрлӗ ӗҫ тума кӑна мар, калаҫма та йывӑр. Ку хваттерте вара вӑл кулленхи пурнӑҫри япаласене ҫӗнӗрен хӑнӑхать. Кунта ҫакӑн валли майсем ҫителӗклӗ: кухня, ҫывӑрмалли, ҫӑвӑнмалли пӳлӗмсем пур. 

Кун пек хваттерсем республикӑри 6 социаллӑ учрежденире йӗркеленӗ. Пӗр вӑхӑтра унта 6 ҫынна йышӑнма пултараҫҫӗ. Вӗсемпе специалистсем тренингсем, сывлӑха ҫирӗплетме пулӑшакан мастер-классем ирттереҫҫӗ. Хӑйнеевӗрлӗ хваттерӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе хӑнасене халӑха социаллӑ пулӑшу паракан Комплекслӑ центрӑн директорӗ Ренада Федорова паллаштарчӗ. Пухӑннисем ҫакӑн евӗр вӗренӳ лаптӑкӗсем ҫав тери кирлӗ пулнине ҫирӗплетрӗҫ. 

Оксана Верликова, Юрий Марков