Ҫавна май вӗсем хӑйсене обществӑлла вырӑнсенче яваплӑрах тытма тӑрӑшаҫҫӗ. Ку вӑл пӗр енчен лайӑх. Ҫав вӑхӑтрах ытлашши пӑшӑрханни, хӑрани сывлӑха ырӑ витӗм кӳмест, лару-тӑрӑва тӗрӗс хаклама та чӑрмантарать. Шупашкарти иккӗмӗш больницӑра ковидпа аптракансем валли 135 койка хатӗрленӗ, халӗ ку вырӑнсене пӗтӗмпех йышӑннӑ. Тӗп тухтӑр ҫумӗ Марина Куприянова ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ӳпке шыҫҫи 25 процентран ытла пулсан, ҫав вӑхӑтрах шала кайнӑ чирсем тупса палӑртсан кӑна ҫынна сиплев учрежденине вырттараҫҫӗ.
Вероника Павлова, Вадим Владимиров