Ҫӗнӗ больница алӑкӗ уҫӑласса Урпаш тӑрӑхӗнче пурӑнакансем куҫ пек кӗтнӗ. Киввине пӑснӑ хыҫҫӑн медицина пулӑшӑвӗ илме вӗсен Етӗрнене, унта ҫитме вара 25 ҫухрӑм ытла парӑнтармалла, е кӳршӗ ялти фельдшерпа акушер пунктне ҫӳреме тивнӗ.
Ҫӗнӗ ҫуртӑн никӗсне 2021-мӗш ҫул вӗҫӗнче хывса хӑварнӑ. Строительсене ял ҫыннисем те пулӑшнӑ. Амбулатори картишне тирпей-илем кӗртме ушкӑнпах пуҫтарӑннӑ. Урпашра пурӑнакан Галина Терентьева ку больницӑра 35 ҫул тӑрӑшнӑ. Ӗҫтешӗсем кивӗ ҫуртран ҫӗннине куҫнӑшӑн тем пекех хӗпӗртенӗ вӑл. Таса, хӑтлӑ, ӑшӑ ҫӗрте тем тесен те ӗҫлеме кӑмӑллӑрах та меллӗрех. Сывлӑхне тӗрӗслеттерме килекенсемшӗн те ҫакӑ пӗлтерӗшлӗ.
Урпашри пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗн офисӗнче таврари 11 ялта пурӑнакансене йышӑнаҫҫӗ. Пин ытла ҫын сывлӑхне асӑрхаса тӑраҫҫӗ унта. Терапевтсӑр пуҫне сиплев учрежденине ытти специалистсем те килсе ҫӳрӗҫ.
Екатерина Фомина, Сергей Емельянов