Китайри тухтӑрсем пирӗн республикӑри ачасен сывлӑхне тӗрӗслеҫҫӗ

Вӗсем пӗчӗк пациентсене Шупашкарти ача-пӑча реабилитаци центрӗнче йышӑнаҫҫӗ. 

Китайри тухтӑрсем Чӑваш Ене халӑхсем хушшинчи "Панда" проект пулӑшнипе килнӗ. Ҫак ӗҫе йӗркелесе яраканӗсенчен пӗри - Раҫҫейри ача-пӑча фончӗ. Унӑн председателӗ Дмитрий Лиханов тӑрӑшнипе инҫет ҫӗршыв делегацийӗ пирӗн республикӑна та ҫитнӗ. Чи малтан вӗсем реабилитаци центрӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗҫ: бассейнпа, физкультура тумалли, логопедпа психолог, Монтесорри педагогикин, сиплев физкультурин пӳлӗмӗсенче пулса курчӗҫ. Унти технологисемпе паллашрӗҫ. Центрта ҫулсерен пӗр пин ҫурӑна яхӑн сусӑр ача сывлӑхне ҫирӗплетет. 

Китайри хӑнасем пирӗн республикӑра вырсарникунччен пулӗҫ. Вӑл шутра Ши Шенкун паллӑ тухтӑр шалкӑм ҫапнипе аптракан 100 ытла ачана йышӑнӗ. Вӗсене пурне те Раҫҫейри ача-пӑча фончӗ сертификат парӗ. Унпа ҫемьесем Китая сипленме кайма ҫул тӑкакне саплаштарма пултарӗҫ. 

Чӑваш Республики малашне те Китай ҫӗршывӗпе медицина ҫыхӑнӑвне аталантарса пырас тӗллевлӗ. Пӗр-пӗрин паха ӗҫ опычӗпе паллашса чирлисене сиплеме ҫӗнӗ майсем тупма палӑртаҫҫӗ. 

 

Оксана Верликова, Екатерина Янгалакова