Уйрӑмах антибиотик, гормонлă тата юн шӗветекен препаратсене тупма йывӑр. Районсенче пурӑнакансем вӗсене шыраса Шупашкара та килеҫҫӗ. Метипред ятлӑ эмеле шыраса тупас тесе, сӑмах май, ӑна артрит, астма тата пӳре чирӗсемпе аптракансене ӗҫме сӗнеҫҫӗ, вун-вун аптекӑна ҫитме тиврӗ. Малтан хула варринче вырнаҫнӑ эмел сутакан вырӑнсене тӗпчерӗмӗр. Фармацевтсем ку эмел аптека сентрисем ҫинчен тахҫанах ҫухалнине пӗлтерчӗҫ. Юлашкине кам эрне, кам уйӑх каялла сутса янӑ. Шыранă эмеле пӗр аптекӑра тинех тупрӑмӑр.
Вероника Павлова, Виктор Степанов