Киле пырсах пӑхнӑшӑн хӗпӗртеҫҫӗ

Республикӑри Сывлӑх сыхлавӗн министерстви ватӑсене тимлӗх уйӑрассипе пуҫарнӑ проект малалла ӗҫлет. Унпа килӗшӳллӗн яваплӑ ведомствӑри штатра тӑман тӗп специалистсем вӑрҫӑ ветеранӗсен, тыл ӗҫченӗсен, салтак арӑмӗсен тата ӗҫ ветеранӗсен сывлӑхне килне пырса тӗрӗслеҫҫӗ. Ҫак кунсенче тухтӑрсен ушкӑнӗ Тӑвай тӑрӑхӗнче пулчӗ.

Тухтӑрсен ушкӑнӗ 93 ҫулхи Лидия Михайлова патне ҫитрӗ. Сумлӑ ватӑ хӑйне лайӑх туять, мӗн те пулин ыратнине каламасть, куҫ ҫивӗчлӗхӗ вара самай чакнӑ. Лидия Михайловна вӑрҫӑ пуҫланнӑ чухне 9 ҫулта пулнӑ. Аслисемпе танах уй-хирте ӗҫленӗ. Пӗтӗм пурнӑҫне вара ачасене пӗлӳ парассине халалланӑ, вырӑс тата чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ. Вӑл - педагогика ӗҫӗн ветеранӗ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ учитӗлӗ. Унӑн пӗтӗмӗшле стажӗ - 40 ҫул ытла. Ҫавӑн пекех вӑл нумай ҫул хӗрарӑмсен канашӗн ертӳҫи, ветерансен канашӗн секретарӗ пулнӑ, чылай наградӑна тивӗҫнӗ. Мӑшӑрӗ Виталий Кузьмич та педагог пулнӑ. Тӑвайри вӑтам шкулта производство вӗрентӗвӗн мастерӗнче тӑрӑшнӑ. Вӗсем 3 ача ҫуратса ӳстернӗ, тӗрӗс ҫул ҫине кӑларнӑ. 

Лидия Михайловна ывӑлӗпе тата кинӗпе пӗрле пурӑнать. Ҫулӗсене кура мар маттур. Тухтӑрсем киле килсех хисеп тунӑшӑн Лидия Михайловна питӗ хӗпӗртерӗ. Тӑванӗсене те специалистсем сӗнӳ-канаш пачӗҫ. Шупашкарти тухтӑрсем Ҫӗнтерӳ кунӗччен республикӑри пур ветеран патне ҫитӗҫ.

 

Диана Иванова, Михаил Солин