Канашра Ҫӗнӗ Ҫул умӗн врач амбулаторийӗ уҫӑлчӗ

Канашри БАМ микрорайон ҫулран-ҫул аталансах пырать. Унта пурӑнакансене Ҫӗнӗ Ҫул умӗн тахҫантанпах кӗтнӗ парне турӗҫ - врач амбулаторийӗ уҫрӗҫ. Халӗ пациентсене хӑтлӑ та ҫутӑ ҫуртра йышӑнаҫҫӗ. 

Канашри территорисем хушшинчи медицина центрӗ ҫумӗнчи 1-мӗш амбулаторине "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн ҫӗклесе лартнӑ. Ӗҫе 2021-мӗш ҫулхи раштав уйӑхӗнче пуҫланӑ. Унӑн алӑкӗсем палӑртнинчен кӑшт маларах уҫӑлчӗҫ. Строительство валли 24 миллион тенкӗ тӑккаланӑ. Амбулатори 300 тӑваткал метр йышӑнать. Кунта пациентсем валли ҫутӑ та хӑтлӑ кабинетсем, лармалли вырӑнсем, регистратура, физиотерапи пӳлӗмӗпе кӑнтӑрлахи стационар пур. Тухтӑрсем ку микрорайонта пурӑнакан 4 пин ытла ҫын сывлӑхӗшӗн яваплӑ. Амбулаторинче пациентсен сывлӑхне хальлӗхе икӗ тухтӑр тата 4 медицина сестри асӑрхаса тӑрать. Ҫывӑх вӑхӑтра тепӗр терапевт килессе кӗтеҫҫӗ. Малашне кунта пӗчӗк пациентсене те йышӑнма пуҫлас тӗллевлӗ. 

Оксана Верликова, Святослав Петров