Канаш районӗнче фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлчӗ

Медицина учрежденинчи тухтӑрсем Тури Сурӑмпа Ҫӗнӗ Шӑхаль ялӗсенче пурӑнакан 249 ҫын сывлӑхне асӑрхаса тӑрӗҫ. Вӗсенчен пӗри - ҫулталӑк тултарман ача. 

Тури Сурӑмра унччен те медицина пункчӗ пулнӑ. Анчах 1991-мӗш ҫулта хута янӑскер кивелсе ҫитнӗ. Ӑна пӑснӑ та ҫӗннине ҫак вырӑнтах хӑпартнӑ. Ҫурта ятарлӑ проектпа хальхи технологисемпе усӑ курса кӗске вӑхӑтра ҫӗкленӗ: газ, шыв кӗртнӗ, канализаци пур. Кунта тӑрӑшакан фельдшерӑн ӗҫ нумай. Ачасене - наци календарӗ тӑрӑх, аслисене - коронавирусран. Районти пур медицина пунктӗнче терапевтпа педиатр графикпе ӗҫлеҫҫӗ. Ҫурта наци проекчӗпе килӗшӳллӗн хӑпартнӑ. Сӑмах май, ку перекетленӗ укҫапа кӑҫал тунӑ пӗрремӗш фельдшерпа акушер пункчӗ. Иртнӗ ҫул ҫакнашкал майпа  республикӑра 6 ФАП вырӑнне тӑххӑр ҫӗкленӗ.


Алена Артемкина, Татьяна Иванова, Михаил Солин