Хӑйсене хӑйсем карантина хупнӑ

Шупашкарти тӗп больницӑн терапи уйрӑмӗн тухтӑрӗсемпе пациенчӗсем кунта сипленнӗ ҫын коронавируспа чирлӗ пулнине пӗлсен карантина кайма йышӑннӑ.

Ҫак кӑткӑс лару-тӑрура тухтӑрсене кӑшт та пулин хавхалантарас тесе Республика Пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Олег Николаев вӗсемпе скайп урлӑ ҫыхӑнчӗ. 7 пациент тата 16 тухтӑр 10-мӗш кун больницӑран кӑна мар, хӑйсен уйрӑмӗнчен те тухмаҫҫӗ. Пӳлӗмсене тӗплӗн дезинфекциленӗ. Кунта вӑхӑтлӑх пурӑнакансенчен вирус пуррипе ҫуккине тупса палӑртма пӗрремӗш анализ илнӗ те ӗнтӗ.  Ҫынсене вӗри апат ҫитереҫҫӗ, чиртен хӳтӗленмелли тата куллен кирлӗ таварсемпе тивӗҫтереҫҫӗ.  Карантин 14 куна пырать.

Алиса Александрова