Хальхи йышши хатӗрсемпе тивӗҫтернӗ сиплев ҫурчӗ

Канаш тӑрӑхӗнчи Шӑхасанта район больницин ҫӗнетнӗ 4 хутлӑ поликлиники хута кайрӗ. Сиплев ҫуртне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫрӗҫ. 

Ҫак нумай профильлӗ ҫӗнӗ ҫурта Канаш тӑрӑхӗнче пурӑнакансем кӑна мар, вырӑнти медицина ӗҫченӗсем те чылай ҫул кӗтсе пурӑннӑ. Ҫав вӑхӑтрах поликлиника ҫапла хӑтлӑ пулса тухасса ӗмӗтленме те пултарайман, теҫҫӗ. Ӑна малтанхи сиплев ҫурчӗпе танлаштарма та ҫук.

Сиплев ҫуртне сывлӑх сыхлавне аталанма пулӑшакан федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн тунӑ. Ӗҫсене 2024-мӗш ҫултах вӗҫлемелле пулнӑ. Анчах та йывӑрлӑхсем сиксе тухнӑ. Ҫулсем иртсен поликлиникӑна Валерий Семенов ертсе пыракан "3-мӗш Стройтрест" туса пӗтернӗ.

Ҫӗнӗ поликлиникӑра 31 пин ытла ҫын сывлӑхне асӑрхаса тӑмалла. Вӑл йышра 4 пин ытла ача. Пульница сменӑра 500 ҫынна йышӑнма пултарать. Халӑха участокри терапевтсем, ача тухтӑрӗсем тата ытти уйрӑм профильлӗ специалистсем йышӑнаҫҫӗ. Чи пахи - сыватмӑша хальхи йышши хатӗр-хӗтӗрпе тивӗҫтернӗ. Вӑл шутра ҫӗнӗ компьютер томографӗ те пур. Унпа усӑ курса тӗрлӗрен йывӑр чире шала кайиччен палӑртма пулать. Ҫавӑн пекех поликлиникӑна цифрӑллӑ рентген, флюорограф, маммограф тата чаплӑ йышши УЗИ аппарачӗпе тивӗҫтернӗ. Коллектив хӑйӗн савӑнӑҫне пытараймасть.

Сывӑ ҫынсем инфекциллӗ тата пысӑк температурӑллӑ пациентсемпе ан хутшӑнччӑр тесе килен-каяна уйрӑм коридорсемпе йышӑнаҫҫӗ. Сусӑрсен меллӗхне те шута илнӗ. Вӗсене валли ҫуртра сарлака лифтсем вырнаҫтарнӑ. Ҫак тата ытти ҫӑмӑллӑхсене шута илсе кунта халӗ тӗрлӗрен наци проекчӗсем те пурнӑҫланаҫҫӗ.

Алексей Енейкин, Алена Алтухова, Денис Афанасьев