Район центрӗнчен аякра вырнаҫнӑ Нӗркеҫпе Янкасси халӑхне Комсомольски тӗп больницине тухса ҫӳреме чӑрмавлӑрах. Медицина пулӑшӑвӗ кӳмелли ҫыннисем вара икӗ ялӗпе 400-е яхӑнах.
Тӗрлӗ сӑлтава пула ытти специалист тӗрӗслевӗ витӗр сайра е пач тухайманни те пулкалать ял ҫыннисен. Ҫавӑнпа тухтӑрсем бригадипех килсе ҫитнишӗн халӑх тем пек хӗпӗртенӗ.
"Хамӑр патах килнӗ чухне пур енлӗн тӗрӗсленмелле", - теҫҫӗ черетрисем. Ырӑ хыпар 2 ял ҫийӗн хӑвӑрт сарӑлнӑ. Акци йӗркеленӗ кун тухтӑрсен сӗнӳ-канашне 94-ӑн илчӗҫ. Пулӑшу ыйтма пыракансене невролог, гериатр, гастроэнтеролог пӑхрӗҫ, УЗИ туса тӗрӗсленес текенсем те пулчӗҫ. Ҫавӑн пекех медицина ӗҫченӗсем хӑйсен сывлӑхӗшӗн пӑшӑрхӑнса тухтӑрсемпе тӗлпулӑва ҫитнисене юн пусӑмне тӗрӗс виҫме вӗрентрӗҫ, чӗре чирӗсенчен епле асӑрханмалли пирки каласа пачӗҫ. 100 ытла ҫын куҫса ҫӳрекен аппаратпа флюорографи меслечӗпе сывлӑхне тӗрӗслеттерчӗ.
Аслӑ ӑрури ҫынсене сывӑ пурнӑҫ йӗркине тӗрӗс пӑхӑнма вӗрентме волонтерсем килсе ҫитнӗ. Пулас медицина ӗҫченӗсем скандинави уттинчи пӗлтерӗшлӗ самантсене уҫӑмлатрӗҫ. Тухтӑрсемпе ҫамрӑксене нӗркеҫсемпе янкассисем чӑн-чӑн сывлӑх кунӗ туса панӑшӑн тав турӗҫ. Ырӑ акци пулӑшнипе аякри ялсенче пурӑнакансене тимлӗхсӗр хӑварманнине ырларӗҫ.
Алиса Александрова, Татьяна Иванова, Екатерина Янгалакова