Газ тата ҫутӑ кӗртмелли кӑна юлнӑ

Комсомольски районӗнчи Йӑлмахвара фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлӗ.

Кӑҫал районта 3 фельдшерпа акушер пункчӗ тунӑ. 2013-мӗш ҫултанпа Каҫал тӑрӑхӗнче 13 ФАП ҫӗкленӗ. Тума палӑртнисем - тепӗр 6. Унсӑр пуҫне пӗтӗмӗшлӗ практика врачӗн 4 уйрӑмне юсас, Кӗҫӗн Каҫалта амбулатори тӑвас тӗллевлӗ. Йӑлмахвари фельдешр ҫурчӗ хатӗрпе пӗрех. Газ тата ҫутӑ кӗртмелли кӑна юлнӑ. 2005-мӗш ҫултанпа фельдшерта Инна Алякина ӗҫлет. Малтан медпункт клубра, унтан ял тӑрӑхӗн администрацийӗнче пулнӑ. 

Алиса Александрова, Татьяна Иванова, Игорь Ульянов