Ӗҫлекенсен сывлӑхӗ тӗп вырӑнта

Республикӑри 4 пысӑк предприяти "Демографи" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн сывлӑх сыхлавӗн министерствипе килӗшӳ тунӑ. Пӗрлешӳсенче сывлӑха упрамалли тата ҫирӗплетмелли тӗрлӗ программа пурнӑҫланать. Шупашкарти троллейбус управленийӗнче "Арҫын сывлӑхӗн кунӗ" иртрӗ.

Ытларах чухне ҫынсем больницӑна ҫӳременнине вӑхӑт ҫитменнипе сӑлтавлаҫҫӗ. Чир шала кайсан кӑна тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтаҫҫӗ. Уйрӑмах арҫынсем хӑйсен сывлӑхӗ пирки сахал шутлаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та троллейбус управленийӗнче вӗсем валли ятарлӑ кун йӗркеленӗ. Предприятире наркологи диспансерӗнчи тухтӑрсем лекцисем вуларӗҫ, эрех-сӑра тата пирус сиенӗ пирки каласа пачӗҫ. Ҫавӑн пекех хальхи вӑхӑтра анлӑ сарӑлнӑ коронавирус, унран мӗнле упранмалли ҫинчен пӗлтерчӗҫ. Арҫынсем тухтӑрсемпе хӑйсене хумхантаракан ыйтусемпе те канашлама пултарчӗҫ. Специалистсем ӗҫлекенсен сывлӑхне тӗрӗслерӗҫ.

 

Елена Дмитриева, Михаил Солин