Ӗҫ вӑраха кайнипе социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объекта вӑхӑтра туса пӗтересси иккӗлентерет

Республика Пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ача-пӑча инфекци стационарӗн строительстви мӗнле пынипе паллашрӗ.

Ҫӗнӗ корпус 80 процент хатӗр. Кунта стенасене сӑрламалла, мачча тумалла. Халӗ урайне плитка сараҫҫӗ. Шыв, канализаци, ӑшӑ, ҫутӑ тытӑмӗсене йӗркелесе ҫитернӗ. Ятарласа инфекци стационарӗсене вырнаҫтаракан ҫӗнӗ йышши вентиляци те ҫак кунсенче хатӗр пулмалла. Ку медицина учрежденийӗнче республикипех ачасене сыватаҫҫӗ. Ҫулсерен 9 пин ытла пӗчӗк пациент сипленет, гепатита хирӗҫ те кунтах кӗрешеҫҫӗ. Кӗҫех 50 вырӑнлӑ ҫӗнӗ пӳлӗмсем йӗркелӗҫ. Корпуса строительсем ҫӗртме уйӑхӗнче туса пӗтерме палӑртнӑ.

Алиса  Александрова, Татьяна Иванова, Вадим Владимиров