Пӗчӗк пациентсене сиплеме ҫӗнӗ ҫуртра тивӗҫлӗ майсем пулӗҫ. Хӑтлӑ палатӑсем пурте пӗр евӗр. Вӗсенче пӗр е икӗ вырӑн, сӗтел-пукан, апат ҫимелли кӗтес тата санитари пӳлӗмӗ пулӗҫ. Кашни палатӑра - медицина ӗҫченӗсене чӗнсе илмелли пускӑч. Ҫавна май пациентсен коридора тухса ҫӳреме кирлӗ мар. Ҫӗнӗ стационарта ҫулла йышӑнма пуҫлӗҫ.
Елена Дмитриева, Виктор Степанов