Чир шала каясран тӗрӗсленсех тӑмалла

Кашнин ҫулталӑкра пӗрре ӳпке сывлӑхне тӗрӗслеттермелле. Ҫакӑ туберкулез тата шыҫӑ чирӗсене хирӗҫ кӗрешме пулӑшать. Республикӑра ҫавна май «Шурӑ чечек» уйӑхлӑх йӗркелеҫҫӗ. Вӑл паян вӗҫленет. 

Ҫак кунсенче Республикӑри туберкулез диспансерӗн автобусӗ Ҫӳрҫӗр поселокне ҫитрӗ. Кунта пурӑнакансем ытти чухне Шупашкарти Осипов ячӗллӗ пӗрремӗш больницӑна е Сосновкӑна кайса ҫӳреҫҫӗ. Ҫакӑ вӗсемшӗн инҫерех. Ватӑсене, кама ҫӳреме йывӑртарах - вӗсене тухтӑрсем машинпа кайса илеҫҫӗ, унтан ӑсатса яраҫҫӗ. Флюорографи тухни чире маларах тупма, ӑна тухӑҫлӑрах сиплеме май парать. Ҫак кун 60 ытла ҫын ӳпкине тӗрӗслеттерчӗ. Автобус кунта кашни ҫулах килет. Ҫынсемшӗн ҫакӑ, паллах, питӗ меллӗ. "Шурӑ чечек" акципе килӗшӳллӗн республикӑри медицина учрежденийӗсенче туберкулеза хирӗҫ кӗрешмелли ыйтупа ҫавра сӗтелсем, семинарсем йӗркеленӗ, пациентсемпе калаҫусем ирттернӗ.


Диана Иванова, Андрей Шоклев