Чир-чӗр алхасма пуҫличчен прививка тума сӗнеҫҫӗ

Профилактика прививкисен наци календарӗпе килĕшÿллĕн Чăваш Ене тепĕр 82 пин ытла çынна гриппран хÿтĕлеме виҫӗ тӗрлӗ вакцина кÿрсе килнĕ. Пурте хамăр çĕршывра кăларнисем. Эмеле республикăри медицина учрежденийĕсене валеçсе панă. 

Кӗркунне пуҫланнӑранпа республикӑна гриппран 433 пин ытла доза вакцина кӳрсе килнӗ. Прививка тума палӑртнӑ йышран ҫитӗннисен 38 ытла процентне, ачасен 50 процентне чиртен хӳтӗленӗ те ӗнтӗ. Вакцинаци - гриппа кӗрешмелли чи витӗмлӗ мел шутланать. 

Халӑха грипп чирӗнчен хӳтӗлеме республикӑри медицина учрежденисене тӗрлӗ вакцинӑпа тивӗҫтернӗ. Вӑл шутра ачасемпе пепке кӗтекен хӗрарӑмсен иммунитетне ҫирӗплетме "Ультрикс-квадри", аслисем валли "Совигрипп" тата "Флю-М" эмелсем хатӗрленӗ.  

Прививкӑна поликлиникӑсенче, фельшерпа акушер тата куҫса ҫӳрекен вакцинаци пункчӗсенче тӑваҫҫӗ. Вӗсен ӗҫ графикӗпе Сывлӑх сыхлавӗн министерствин сайтӗнче паллашма пулать.

Ксения Потапова, Игорь Ульянов.