Чӑваш Енри больницӑсене ҫӗнӗ санитари машинисемпе тивӗҫтернӗ

53 медицина автомобильне республикӑри сиплев ҫурчӗсене ҫитернӗ те ӗнтӗ.

Ҫӗнӗ транспорта республика бюджетӗнчен туянса панӑ — пӗтӗмпе 40 миллион тенке яхӑн укҫа уйӑрнӑ. Машинсене васкавлӑ пулӑшу кӳме, ватӑ ҫынсене диспансерицазипе тӗрӗслевсене илсе ҫитерме усӑ кураҫҫӗ. 17 машинӑна Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар тата Канаш больницисене панӑ, тепӗр 39-шне районти сиплев ҫурчӗсене ҫитернӗ. 

 

Ирина Николаева, Татьяна Иванова, Игорь Ульянов