Чӑваш Енре вируса хирӗҫ профилактика ӗҫне вӑйлатаҫҫӗ

Нумай ҫӗршывра халӗ коронавирус инфекцийӗ алхасать. Унпа чирлисене Раҫҫейре те шута илнӗ. Официаллӑ кӑтартусем тӑрӑх - ҫӗр ҫын ытла.

Чӑваш Енре те коронавируса хирӗҫ кӗрешме хатӗр тӑраҫҫӗ, больницӑсене кирлӗ эмелпе, хатӗрсемпе тивӗҫтереҫҫӗ. Тухтӑрсем 73 ҫын сывлӑхне асӑрхаса тӑраҫҫӗ, коронавируспа чирлекенсем ҫук, тесе ҫирӗплетеҫҫӗ яваплӑ ведомствӑсенче. Вӗренӳ учрежденийӗсенче те халӗ ҫирӗп йӗрке. 

Екатерина Фомина, Светлана Позднякова, Семён Антонов