Чӑваш Енре сусӑр ачасене пӗлӳ парас ыйтупа ҫӗршыври конференци иртет

Ун умӗн тӗп хулари "Хӗвеллӗ кустӑрмасем" юхӑмӑн пайташӗсем тӗнчери тӑнӑҫлӑх ячӗпе велочупӑва тухнӑ.

Ҫулҫӳревҫӗсем - хаваслӑ тата ыттисене хавхалантарса яма пултаракан халӑх. Кирек миҫере пулсан та, вӗсем ӑс-хакалӗпе чун-чӗрине аталантарасшӑн. Вӗсене ҫут ҫанталӑка юратни, чӑтӑмлӑ та ҫирӗп сывлӑхлӑ пулас килни пӗрлештерет. Хӑйсем каланӑ тӑрӑх, ҫулҫӳрев вӗсене йӑлт улӑштарса ярать иккен, пурин те мӗнле те пулин ҫӗнӗ пултарулӑх уҫӑлать. 67-ри Любовь Федотована, сӑмахран, йӑрӑс пӳллӗ пулас килни хӗр чухнех велосипед ҫине утланма хистенӗ, спортри ҫитӗнӳсем патне илсе ҫитернӗ. Ҫул йывӑрлӑхӗнчен хӑраман хӑюллӑ ҫынсем авӑн уйӑхӗн 21-мӗшне Чӑваш ҫулҫӳревҫисен кунӗ тесе ҫирӗплетесшӗн. Ҫакӑ Тӗнчери тӑнӑҫлӑх кунӗпе тӳр килни ахальтен мар, "Эпир - хӑйне май халӑх дипломачӗсем", - тет республикӑри велочупу юхӑмӗн ертӳҫи Вячеслав Платонов. 

 

Марина Карягина