Кӑҫал Чӑваш Ене федераци хыснинчи укҫапа 433 пин доза вакцина кӳрсе килме палӑртнӑ. Тата 70 пин доза туянма республика 35 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Шупашкарта 65 пин ҫын гриппран хӳтӗленнӗ те ӗнтӗ. Вӑл шутра 20 пин ача. Сӑмах май, прививкӑна пӗчӗккисене 6 уйӑхран тума юрать. Тухтӑрсем вӗренӳ учрежденийӗсемпе хулари предприятисене ҫитсе кӑмӑл тӑвакансене прививка тӑваҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ҫак ӗҫе поликлиникӑсенче те аван йӗркеленӗ.
Чиртен хӳтеленес текенсен ҫумра медицина полисӗпе паспорт пулмалла. Республикӑри больницӑсенче гриппран прививка раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗчченех тӑваҫҫӗ. Унпа пӗрлех специалистсем ҫынсене сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнма сӗнеҫҫӗ: алӑ ҫумалла, пӳлӗмсене уҫӑлтармалла, кашни кунах урамра ҫӳреме тӑрӑшмалла.
Елена Дмитриева, Борис Андреев








