Чӑваш Енре пурӑнакансем антитела йышне тӗрӗслеттерсе пӗрремӗш сертификатсем илме пуҫланӑ

Пӗтӗм Раҫҫейри пекех, пирӗн республикăра та ҫак эрнерен анализ тӑрӑх кьюар-код параҫҫӗ. Ҫак майпа коронавируспа симптомсӑр чирленисем тата ковид диагноз официаллӑ лартманнисем усӑ курма пултараҫҫӗ. 

Чӑваш Енри 16 патшалӑх лаборатрийӗнче анализ тӑваҫҫӗ. Вӗсенчен 11-шӗ Шупашкарта пысӑк больницӑсенче вырнаҫнӑ, унсӑр пуҫне 2 лаборатори Канашра, Ҫӗнӗ Шупашкарпа Улатӑрта тата Ҫӗмӗрлере - пӗрер. Анализ тӳлевлӗ, патшалӑх лабораторийӗсенче пӗр хак - 311 тенкӗ палӑртса хунӑ, тата юн илнишӗн хушса тӳлемелле - ӑна больница хӑй ҫирӗплетнӗ. Ҫавӑн пекех антитела тӗрӗслеттерес текенсен больницӑна маларах телефонпа ҫырӑнса черет йышӑнмалла.

Ирина Николаева, Игорь Ульянов.