Чӑваш Енре мӗн пур ҫӗршыври пекех ӗҫлемелли мар кунсем пыраҫҫӗ

Республикӑра суту-илӳ центрӗсем, кинозалсемпе театрсем, спорт объекчӗсем, библиотекӑсем хупӑ. Ҫак ҫирӗп йӗркене коронавирус питӗ хӑвӑрт сарӑлнипе йышӑнма тивнӗ. 

Чӑваш Енре иртнӗ талӑкра кӑна 183 ҫын чирленӗ, 20-шӗ пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Апла пулин те чылайӑшӗ асӑрхану йӗркине пӑхӑнмаҫҫӗ. Ҫакна кунсерен ирттерекен рейдсем те ҫирӗплетеҫҫӗ. Коронавирус сарӑлнине хирӗҫ кӗрешекен ыйтусемпе ӗҫлекен оперативлӑ штаб ларӑвӗнче уйрӑмах Улатӑр хулинче йӗркене пӑснине палӑртрӗҫ. Унта локдаун иртнӗ ытларикунах пуҫланнӑ, анчах та нумай заведени ҫӗнӗлӗхпе килӗшмен - малтанхи пекех уҫӑ. Лару-тӑру ырӑ енне улшӑнмасан, хӑш-пӗр муниципалитетра ӗҫлемелли мар кунсем чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗ хыҫҫӑн та тӑсӑлӗҫ. Обществӑлла транспортра вара социаллӑ дистанцие пӑхӑнма май ҫук тесен те тӗрӗс. Ҫавӑнпа та унта пурин те маска тӑхӑнмалла. Чылайӑшӗ йывӑр лару-тӑрӑва ӑнланса пичӗсене хуплаҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах хӳтӗленмесӗр ҫӳрекен те нумай. Вӗсен тӗлӗшпе тӗрӗслекен органсем паянхи куна 326 акт ҫырнӑ, пурӗ 140 ытла пин тенкӗлӗх штрафланӑ. 

Надежда Александрова, Светлана Позднякова, Михаил Нагоркин, Михаил Солин, Вадим Владимиров