Тивӗҫлӗ канури Виктор Аверин "Спутник Ви" вакцинӑн икӗ компоненчӗпе кӑҫал хӗлле привика тунӑ. Арҫын хӑйне лайӑхах туять. Хальхинче те вӑл "Спутник" вакцинӑнах суйласа илнӗ. Ҫав вӑхӑтрах хӑшӗ пӗри ҫур ҫул иртсен тепӗр хут хӳтӗленмелли пирки илтмен те. Тухтӑрсем палӑртнӑ тӑрӑх, ревакцинаци тунӑ чухне тепӗр тӗрлӗ эмел суйлама юрать. Ҫавӑн пекех врачсем асӑрхаттарнӑ тӑрӑх, прививка тунине ҫирӗплетекен сертификата икӗ компонентпа тивӗҫтернӗ хыҫҫӑн ҫеҫ параҫҫӗ. Тата ку документ вӑйӗ ултӑ уйӑхран пӗтет. Чӑваш Енре хальхи вӑхӑтра 240 пин ытла ҫын вирусран хӳтӗленсе пӗрремӗш компонентпа прививка тунӑ. Ку вӑл мӗн пур халӑхӑн 20 проценчӗ.
Диана Иванова, Татьяна Самсонова, Виктор Степанов