Чӑваш Ен аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн

Пӗрисем ял хуҫалӑхӗнче нумай ҫул тӑрӑшаҫҫӗ, теприсем промышленноҫра, вӗренӳре, культурӑра, сывлӑх сыхлавӗнче ҫитӗнӳсем тӑваҫҫӗ. Хисеплӗ ята тивӗҫнӗ 32 ҫынна Республика кунӗ умӗн Правительство ҫуртӗнче чысларӗҫ. 

Пуҫтарӑннисем пурте - Чӑваш Республикин аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнисем. Вӗсене Регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ӑшшӑн саламларӗ, ӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа туса пынӑшӑн тав турӗ. Сумлӑ наградӑсем вара малашне те тӑрӑшуллӑ пулма хавхалантараҫҫӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Вера Майорова мӑшӑрӗпе пӗрле туслӑхпа юратура 5 ача ҫитӗнтерет. Ӑна "Анне" мухтав паллине парса чысларӗҫ. 

Профессире ҫитӗнӳ тунӑшӑн паракан награда та чылай пулчӗ. "Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ" ята Шупашкарти ача ҫуратмалли 5-мӗш ҫуртра акушер-гинекологра вӑй хуракан Валентина Степанована парса саламларӗҫ. Валентина Николаевна сывлӑх сыхлавӗн тытӑмӗнче 51 ҫул тӑрӑшать. Вӑл ку професси пирки мӗн ачаран ӗмӗтленнӗ. Ҫур ӗмӗр хушшинче чылай пепкене кун ҫути курма пулӑшнӑ. "Хамӑн пурнӑҫа ку ӗҫсӗр курмастӑп та", - тет тухтӑр. 

"Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ" хиеплӗ ята илнӗшӗн хулари Андриян Николаев ячӗллӗ 10-мӗш шкулти учителе Лариса Анисимована чысларӗҫ. Вӑл чылай ҫул ҫитӗнекен ӑрӑва тӑван чӗлхене юратма, хисеплеме вӗрентет. 

Уявра тӗрлӗ шайри наградӑна пурӗ 32 ҫын тивӗҫрӗ. Парнене Республика Пуҫлӑхӗн аллинчен илни уйрӑмах кӑмӑллӑ пулнине палӑртрӗҫ вӗсем. Регион ертӳҫи пухӑннисене ҫывхарса килекен Республика кунӗ ячӗпе саламларӗ. Ҫирӗп сывлӑх, ӑнӑҫу сунчӗ. 

Оксана Верликова, Александра Борисова, Денис Афанасьев