Час-часах тӗрӗсленни пӗлтерӗшлӗ

Республикӑри офтальмологи больницинче сахӑр диабечӗпе чирлисен пӳлӗмӗ уҫӑлнӑ.

Республикӑри эндокринологсем сахӑр диабечӗпе чирлӗ 44 пин ҫынна тимлесе тӑраҫҫӗ. Ку чир вӑхӑт иртнӗҫемӗн пӳре, юн тымарӗсем, куҫ ҫине йывӑр витӗм кӳме пултарать. Диабет ретинопатийӗ куҫ курми пуличченех аптратас хӑрушлӑх пур. 
Малтанласа чирлисем куҫӗ япӑхланнине питех туймаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та офтальмолог патӗнче час-часах тӗрӗсленни пӗлтерӗшлӗ. Халӗ сахӑр диабечӗллӗ ҫынсем ҫӗнӗ кабинетра пулӑшу ыйтма пултарӗҫ. Ятарлӑ камерӑпа тухтӑрсем куҫа тӗплӗн тишкерме, мӗнле улшӑнусем пуррине тӗпчеме пултараҫҫӗ. Йывӑрлансан тӳрех сипленме яраҫҫӗ. 
Валентина Захарова сахӑр диабечӗпе 20 ҫул чирлӗ. Амак пирки вӑл пӗтӗмпех пӗлет, юнри глюкоза шайне тимлесех тӑрать, куҫ ҫивӗчлӗхне те пӗрмай тӗрӗслеттерет. Малтанласа республикӑри госпитале ҫӳренӗ пулсан, малашне офтальмологи больницинчи тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтӗ. Кабинета килекенсене хӑвӑрт та пахалӑхлӑ тӗрӗслеме мӗн кирлипе туллин тивӗҫтернӗ. Клиникӑри тухтӑрсем сахӑр диабечӗпе аптракансем валли уҫӑ алӑк кунӗсем те йӗркелесшӗн. Ҫакнашкал пирвайхи акцие ирттернӗ те ӗнтӗ. 

Алиса Александрова, Татьяна Иванова, Виктор Степанов