Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансем патне «кардиопоезд» ҫитрӗ 

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн пуҫарӑвӗпе пурнӑҫланакан "Сывлӑх патне утӑм" проектпа килӗшӳллӗн куҫса ҫӳрекен пунктсенче халӗ ача-пӑча тухтӑрӗпе канашлама тата чӗрене тӗплӗнрех тӗрӗслеттерме пулать. Ҫак кунсенче кардиологсемпе неврологсем Ҫӗнӗ Шупашкарти больницӑра йышӑнчӗҫ. 

Тухтӑр патне ятарласа ҫырӑнмасӑр чӗрене тӗрӗслеттерес текенсен йышӗ пысӑк. Вӗсене 2 кардиолог тата 2 невролог йышӑнчӗҫ. Кашниех юн пусӑмне виҫтерме тата кӑтартӑвӗсене ҫийӗнчех палӑртакан анализсем пама пултарчӗ. 

Тухтӑрсем палӑртнӑ тӑрӑх, профилактика сиплеврен ҫӑмӑлрах тата перекетлӗрех пулнине ӑнланакансем нумайланнӑ. Пӗлтӗр "Шаг к здоровью" проект ҫӑмӑллӑхӗсемпе ытларах 60 ҫултан иртнисем усӑ курнӑ пулсан, кӑҫал 20-е яхӑн проценчӗ - 30-тан кӗҫӗнреххисем. «Кардиопуйӑс» кӗҫнерникун Улатӑр округӗнче чарӑнӗ. Проектӑн ӗҫ йӗркипе тӗплӗнрех Сывлӑх сыхлав министерствин сайтӗнче паллашма пулать. 

Алиса Александрова, Вадим Владимиров