Тухтӑр патне ятарласа ҫырӑнмасӑр чӗрене тӗрӗслеттерес текенсен йышӗ пысӑк. Вӗсене 2 кардиолог тата 2 невролог йышӑнчӗҫ. Кашниех юн пусӑмне виҫтерме тата кӑтартӑвӗсене ҫийӗнчех палӑртакан анализсем пама пултарчӗ.
Тухтӑрсем палӑртнӑ тӑрӑх, профилактика сиплеврен ҫӑмӑлрах тата перекетлӗрех пулнине ӑнланакансем нумайланнӑ. Пӗлтӗр "Шаг к здоровью" проект ҫӑмӑллӑхӗсемпе ытларах 60 ҫултан иртнисем усӑ курнӑ пулсан, кӑҫал 20-е яхӑн проценчӗ - 30-тан кӗҫӗнреххисем. «Кардиопуйӑс» кӗҫнерникун Улатӑр округӗнче чарӑнӗ. Проектӑн ӗҫ йӗркипе тӗплӗнрех Сывлӑх сыхлав министерствин сайтӗнче паллашма пулать.
Алиса Александрова, Вадим Владимиров








