Хальхи вӑхӑтра пахалӑхлӑ медицина пулӑшӑвӗ шыраса аякка каймалла мар. "Медик" клиника филиалӗсенчен пӗри Шупашкар варринче, хулаҫум автовокзалӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ. Терапевтсем, стоматологсем, гинекологсем, урологсем, ультрасасӑпа тӗрӗслев ирттерекенсем, рентген тӑвакансем - пӗтӗм специалист пӗр вырӑнта йышӑнать. Кунтах хирургсем те тӗрлӗ ӗҫ тӑваҫҫӗ. Фойере администраторсем кӑмӑллӑн кӗтсе илеҫҫӗ, пациентшӑн меллӗ йышӑну вӑхӑчӗ суйлама пулӑшаҫҫӗ. Тухтӑр патне кӗсье телефонӗнчи хушӑм урлӑ та ҫырӑнма пулать. Кунтах анализ кӑтартӑвӗсем, хыпарсем, клиника ирттерекен акцисем пирки пӗлтерекен ҫырусем килеҫҫӗ. "Медик" чылай страхлав компанипе ҫыхӑну тытать. Ҫавӑнпа пациентсем медицина страхлавӗн полисӗпе пыма пултараҫҫӗ. Ҫынсен сывлӑхӗ, вӑхӑчӗ - клиникӑра ӗҫлекенсем пуриншӗн те тӗп вырӑнта. Медицина центрӗ канмалли кунсемсӗр ӗҫлет, ҫавӑнпа та тухтӑр патне кирек хӑш кун та пыма юрать. Хальхи йышши оборудованипе специалистсен опычӗ тӗрӗс диагноз лартма, пахалӑхлӑ сиплев ирттерме пулӑшаҫҫӗ. Хӗрарӑмсен сывлӑхӗн центрӗ те уҫӑлнӑ кунта.
"Медикра" аслисене кӑна мар, ачасене те йышӑнаҫҫӗ. Пӗчӗккисене кунта пӗртте кичем пулмалла мар. Вӗсем валли ятарлӑ кӗтес хатӗрленӗ. Пурӗ республикипе клиникӑн 4 филиалӗ ӗҫлет - 3-шӗ Шупашкарта, пӗри - Ҫӗнӗ Шупашкарта. Ҫакна та палӑртмалла: кунта хамӑр республикӑран кӑна мар, ҫӗршыври ытти регионсенчен те килеҫҫӗ. Клиникӑри ушкӑн пысӑк та ҫирӗп. Пурӗ 160 ытла специлалист. Кашниех хӑйӗн ӗҫне, ҫынсене юратакан чӑн-чӑн профессионал. Шӑпах ҫавӑнпа пациентсем 10 ҫул хӑйсен сывлӑхне пӗр иккӗленмесӗр "Медика" шанаҫҫӗ.
Алиса Александрова, Дарья Петрова, Михаил Солин