Шупашкарти медицина колледжӗнчен вӗренсе тухакансене хамӑр республикӑри больницӑсенче кӑна мар, ытти регионти сиплев учрежденийӗсенче те хаваспах ӗҫе илеҫҫӗ. Кашни ҫулах кунта 600 яхӑн ҫамрӑка йышӑнаҫҫӗ. Вӗсенчен 250-шӗ - тӳлевсӗр вӗренекенсем. Иртнӗ ҫул бюджетлӑ 25 хушма вырӑн йӗркеленӗ. Кӑҫал та ҫавӑн чухлех уҫма палӑртаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне кунта медицина ӗҫченӗсем хӑйсен пӗлӗвне ӳстерсех тӑраҫҫӗ. Виҫӗ ҫул колледжра студентсене тӗллевлӗ вӗрентеҫҫӗ. Алла диплом илнисене чи малтанах кадр ыйтӑвӗ ҫивӗч тӑракан район-хулана яраҫҫӗ.
Диана Иванова, Татьяна Иванова, Вадим Владимиров