Ырӑ ӗҫе никама та вӑйпа хистесе хутшӑнтармаҫҫӗ. Пушара хирӗҫ кӗрешекенсем чӗре хушнипе юн паратпӑр теҫҫӗ. Вероника Волкова, сӑмахран 2013-мӗш ҫулта пӗр чирлӗ ачана хӗрхеннипе юн пама пуҫланӑ. Ыркӑмӑллӑх акцине чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствин тӗрлӗ тытӑмӗнче тимлекен 50 ытла ҫын хутшӑнма кӑмӑл турӗ. Ҫапла майпа вӗсем кашни ҫулах сахалтан та 2 хут ушкӑнпа пухӑнса юн параҫҫӗ. Вӗсен йышӗнче хисеплӗ донорсем те пур.
Алексей Енейкин, Владимир Синдеев