Ӑсталӑх пухаҫҫӗ, тухтӑрсене те пулӑшаҫҫӗ

Республикӑри сиплев учрежденисене студентсем практикӑна пынӑ.

"Эпир пӗрле" ятпа иртекен Пӗтӗм Раҫҫейри акципе килӗшӳллӗн Чӑваш Енре те тӑтӑшах тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ йӗркелеҫҫӗ. Чӑваш патшалӑх университетӗнчи медицина факультечӗн студенчӗсем тухтӑрсене пулӑшма васканӑ. Вӗсем кол-центрта шӑнкӑравсем йышӑнаҫҫӗ, регистратурӑра документсемпе ӗҫлеҫҫӗ, медицина сестрисен тивӗҫне пурнӑҫлаҫҫӗ. 

Екатерина Фомина, Игорь Ульянов