Ачасене кӗтсе илме йӑлтах хатӗрлесе ҫитернӗ, ҫапах уҫма иртерех

Ятарлӑ комисси ҫуллахи кану лагерӗсене тӗрӗслерӗ.

Чӑваш Енри Министрсен Кабинечӗн ертӳҫин ҫумӗ Алла Салаева, Роспотребнадзорпа Прокуратура специалисчӗсем, вӗренӳпе спорт министрӗсем, хула администрацийӗнче ӗҫлекенсем ҫуллахи кану лагерӗсене тӗрӗслерӗҫ. Малтан вӗсем "Росинка" лагерӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗҫ. Кунта кӑҫал 4 миллион тенкӗлӗх юсав ӗҫӗсем ирттернӗ: корпуссене ҫӗнетнӗ, транажер залӗсене йӗркене кӗртнӗ, теннисла тата баскетболла вылямалли ҫӗнӗ лаптӑк уҫнӑ. 

 

Елена Дмитриева, Семён Антонов