Юрий Кудаков композитор 75 çул тултарчĕ

„Пире тăван кĕтсе тăрать“, „Шăматкун каçхине“, „Çыру çырсамăр салтаксем патне“ юрăсене илтмен чăваш çук та пуль. Халăхра анлă сарăлнă çак тата ытти çĕршер хайлава Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Юрий Кудаков композитор кĕвĕленĕ. Çĕмĕрле районĕн Хисеплĕ гражданинĕ 75 çул тултарнă ятпа вăл çуралса ÿснĕ Хутар ялĕнче савăнăçлă каç иртрĕ.

Марина Карягина

Юрий Кудаков кĕвĕленĕ юрăсене кашни иккĕмĕш чăваш пăхмасăр пĕлет тени – ÿстерсе калани мар. Ăна пĕлеççĕ те хисеплеççĕ, анчах çак чыс вăрçă çулĕнче 8 ачаллă çемьере çуралнă Хутар ывăлне çăмăллăн шыраса тупман. Пурнăçăн тумхахлă çулĕ çинчи кашни утăма хĕн урлă, пысăк тÿсĕмлĕхпе ярса пусма тивнĕ. Ялти ансамбль Хутар ялĕн, Çĕмĕрле районĕн гимнĕсене юрлать – тăван çĕре-шыва, композитора сума суса ăна пурте ура çинче итлеççĕ. Юрий Дмитриевич ытти тăрăхсене те гимн хайласа панă-мĕн. Сăмахран, истори наукисен докторĕ Лев Ефимов профессор, Элĕк районĕнчен тухнăскер, Кудакова 50 çула яхăн паллать, хисеплĕ композитор вăл ыйтнипе Ефимовсен йăх гимне çырса панă.

Композитора саламлама Шупашкартан йышлăн килнĕ. Нумай çул хушши педагогика университетĕнче çамрăк ăрăва музыка пĕлĕвĕ парас тĕлĕшпе тимленĕшĕн тата чăваш культурипе ÿнерне аталантарассине пысăк тÿпе хывнăшăн Чăваш Патшалăх Канашĕн Тав çырăвне, республикăри композиторсен ассоциацийĕн, педагогика университечĕн саламĕсене вуласа пачĕç. Чăваш халăх академийĕ композитора Федор Павлов ячĕллĕ медальпе чысларĕ.

Композитора тата ăна саламлама килнисене юрăç – юрă парнелет, ÿнерçĕ – картина. Николай Енилин Чăваш халăх художникĕ Юрий Кудакова çамрăк чухне пир çине çырса ĕлкĕрнĕшĕн хĕпĕртет. Ентешĕсен вара Юрий Дмитриевичран ыйтса пĕлмелли нумайланса кайнă: унăн миçе юрă кĕнеки тухнă-ши, 700 ытла юрăпа хор сюитисенчен, „Праски инке хĕр парать“,“Çĕмĕрт шап-шурă çеçкере“ йышши паллă спектакльсене илемлетнĕ кĕвĕсенчен чи юратни хăшĕ?

Уявра халăх умĕнчех çĕнĕ пуçару çуралчĕ: юрă кĕнекисен, ăслăлăх, вĕрентÿпе методика ĕçĕсен авторĕнчен, таврапĕлÿçĕрен Чăваш халăх академийĕ Çĕмĕрле районĕн энциклопедийĕ хатĕрлесе кăларас ĕçе хутшăнасса кĕтнине пĕлтерчĕ.

Кĕвĕ çырнă чухне „йывăç-курăк пăшăлтатăвне те тăнлакан“ Юрий Кудаков композитора эпир те 75 тултарна ятпа саламласа ырлă-сывлăх сунатпăр.