Вăрлăх пахалăхне тивĕçлĕ шая çитермелле

Ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕç çулталăкĕпех лăпланмасть. Халĕ хресченсем çунтармалли-сĕрмелли материалсем туянаççĕ, вăрлăх хатĕрлеççĕ. Раççей ял хуçалăх центрĕнчи специалистсем, районсенчи агрономсемпе ытти специалистсем канашлăва пуçтарăнчĕç, вăрлăх пахалăхĕ тата ÿсен тăран чирĕсем пирки калаçрĕç.

Алиса Александрова, Виктор Степанов

Кăçал çураки валли республикăри ял хуçалăх предприятийĕсенче 49 пин те 200 ытла тонна тĕш тырă вăрлăхĕ хатĕрленĕ. Çакă палăртнă лаптăксене  акма  çителĕклĕ. Апла пулин те хальлĕхе мĕн-пур вăрлăхăн 72 проценчĕ çеç паха. Акмалли материал кондицие ларманни кăçал ытларах çÿп-çап тата курăк вăррисем хутăшнипе  çыхăннă. Анчах та уй-хир ĕçĕсем пуçланиччен вăрлăх пахалăхне тивĕçлĕ шая çитермеллех.

Ял хуçалăх министерстви палăртнă план тăрăх, Шупашкар районĕнчи хуçалăхсен çураки валли 2 пин те 552 тонна вăрлăх хатĕрлемелле. Канаш районĕнче кăçал 31 пин гектар çинче тыр-пул туса илмелле, вăл шутран 19 пин гектарне тĕштырă йышăнĕ.

Раççей ял хуçалăх центрĕн лабораторине канашсем мĕн-пур вăрлăхăн 95 процентне янă, вĕсенчен 85 проценчĕ кондициллĕ. Ыттине уйăх вĕçлениччен тасатса пĕтерессе шанаççĕ специалистсем. Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов хресченсене патшалăх енчен кăçал та пулăшу çителĕклĕ кÿрессине палăртрĕ. Çавăнпа çуракие хатĕрленсе ăна вăхăтра туса ирттерме нимĕнле йывăрлăх та пулмалла мар, терĕ.