Вӑл Анатолий Миттов паллӑ художникпа ӑмӑртмалла ӳкернӗ

Шупашкарти Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче Николай Бабанов ӗҫпе тыл ветеранӗн куравӗ уҫӑлчӗ. Канаш районӗнчи Сиккассинче пурӑнакан хӑй тӗллӗн вӗреннӗ художник хӑйӗн хайлавӗсемпе Пӗтӗм Раҫҫейри "Салют Победы" фестивале хутшӑнасшӑн.

Марина Карягина, Екатерина Янгалакова

Николай Бабанова таврара пӗлмен ҫын ҫук: вӑл ҫур ӗмӗре яхӑн Канаш районӗнчи Сиккассинчи Культура ҫурчӗн пуҫлӑхӗнче вӑй хунӑ, унти халӑх хорӗ иртнӗ ӗмӗрте Совет Союзӗнче кӗрлесе тӑнӑ. Ӗҫпе тыл ветеранӗ тахҫанах тивӗҫлӗ канура пулин те, ӑна никам та ахаль ларнине курман. Хӑй хыҫҫӑн 2004-мӗш ҫулта ертӳҫӗ тилхепине илнӗ Ирина Андреевашӑн вӑл - ырӑ тӗслӗх те, ӗҫлеме хистесе тӑракан та. Ҫавӑнпах ӗнтӗ культура ҫуртӗнчи сумлӑ ушкӑнсенчен пӗри курава уҫма килмесӗр пултарайман.
Раҫҫей культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Анатолий Миттов паллӑ художникпа пӗр парта хушшинче ларнӑскер, унпа ӑмӑртмалла ачаллах ӳкерме пуҫланӑ, анчах ӳнер енӗпе вӗренме кайман. Апла пулин те вӑл аллинчен киҫчӗк яман, халӗ те картина ҫырма хавхалану тупать. Тӑхӑрвунналла ярса пуснӑ Николай Михайлович малтанхи ӑнтӑлупах районта, Шупашкарта куравсем йӗркелет, Раҫҫейри хӑй тӗллӗн вӗреннӗ художниксен фестивалӗсене те пӗрре мар хутшӑннӑ.
Художник тӑван тӑрӑхри ӗҫпе вӑрҫӑ паттӑрӗсене, таврари ҫырма-ҫатрана, хир-вӑрмана сӑнарлама килӗштерет. Юлашки ҫулсенче ҫырнӑ ӗҫсенче йӑхӗнчи ватӑсене мифрилле кӑтартни, вӗсемпе мӑнаҫланни сисӗнет.
Кураври ӳкерчӗксем юпа уйӑхӗнче Тверь хулинче иртекен хӑй тӗллӗн вӗреннӗ художниксен Регионсем хушшинчи "Салют Победы" фестиваль-конкурса ҫитмелле. Унта Николай Михайлович пӗрре мар хутшӑннӑ, хальхинче те ӑна ӑнӑҫу сунатпӑр.