Ытларах хуларан аякра пурӑнакан ачасене явӑҫтарасшӑн 

"Ҫемье" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн Чӑваш Енри 2 пин шкул ачи тӗп хуламӑр тӑрӑх экскурсие тухса истори пӗлтерӗшлӗ вырӑнсемпе, республика аталанӑвне тӳпе хывнӑ мухтавлӑ ентешсен кун-ҫулӗпе паллашӗҫ.

Ҫӗнӗ Шупашкартан тата Елчӗкрен ҫитнӗ ҫулҫӳревҫӗсен маршрутне пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ те хак пачӗ. 

2026-мӗш ҫул - Раҫҫейри халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ. Ӑна тӗрлӗ нациллӗ ҫӗршыври халӑхсем хушшинчи туслӑха, ӑнланӑва татах та ҫирӗплетес тӗллевпе пуҫарнӑ. Авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗччен республикӑри 50 класс валли Шупашкар тӑрӑх экскурси йӗркелеме палӑртнӑ. Ытларах хуларан аякра пурӑнакан ачасене явӑҫтарасшӑн ҫак ӗҫ-пуҫа. Ҫулҫӳрев агентстви 2 программа хатӗрленӗ. "Пӗрлӗх тӗрлӗ енлӗхре!" ҫуран тата автобуспа ҫӳремелли экскурси вӑхӑтӗнче Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттин музейне те кӗртсе кӑтартаҫҫӗ.

Транспортра ларса пынӑ хушӑра ачасене хула епле пуҫланса кайнине каласа параҫҫӗ. Чапаев скверӗнче, Анне монуменчӗ умӗнче, кӳлемӗшре, Хӗрлӗ Лапамра чарӑнаҫҫӗ. "Рунӑсен асамлӑ вӑрттӑнлӑхӗ" вара хӑнасене хула курса ҫӳренӗ хыҫҫӑн Наци музейӗпе паллашма, чӑваш тӗрри енӗпе ӑсталӑх урокне хутшӑнма хистет. Елчӗкрен килнӗ ушкӑн та тӳлевсӗр экскурсие хаваспах хутшӑнчӗ. 

Тӗп хулана хӑна пек килсе ӑна татах та тарӑнрах тӗпчесе, тавракурӑма анлӑлатса тӑван тӑрӑха таврӑнни ҫитӗнекен ӑрӑва малашне те вӗренӳре, спортра, шкул пурнӑҫӗнче хастар пулма хистет. Шӑп та лӑп аван ӗлкӗрсе пыракан ачасем ҫулҫӳревҫӗсен списокне чи малтан кӗреҫҫӗ. Тӳлевсӗр экскурсийӗсем вара ытти проектсен те пур. Вӗсемпе килӗшӳллӗн Шупашкара кӑна мар, республикӑри тӗрлӗ кӑсӑклӑ кӗтесе ҫитсе пуян историллӗ вырӑнсемпе паллашма пулать. 

Алиса Александрова, Святослав Петров