Туризма аталантармалли форумра кадрсен ыйтӑвне сӳтсе яврӗҫ

Туристсемпе ӗҫлекен мӗнле специалистсем ҫитмеҫҫӗ тата вӗсене ӑҫта хатӗрлеме палӑртаҫҫӗ? Ҫак пӗлтерӗшлӗ ыйтусене Шупашкарта пыракан "Туристическая Чувашия" форумра хускатрӗҫ. 

Форумӑн тӗп тӗллевӗсене Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева палӑртрӗ. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енре туризм специалисчӗсене 2 вӗренӳ заведенийӗнче хатӗрлеҫҫӗ. Ҫитес ҫул вӗсем ҫумне Культура тата искусство институчӗ хушӑнать. Унта туризм кафедрине уҫма палӑртнӑ. Ҫакӑ кадр ыйтӑвне ҫӑмӑллатма пулӑшӗ. 

Сессире туризм профессийӗпе кӑсӑклантарассине шкул саккинченех пуҫламаллине палӑртрӗҫ. Республикӑн экономика министрӗн Дмитрий Красновӑн сӑмахӗпе, Чӑваш Ене килсе курас текенсен шутне ӳстерес тесен, виҫӗ тата унтан ытларах ҫӑлтӑрлӑ хӑна ҫурчӗсем пулмалла. Туризмпа ҫыхӑннӑ объектсене сусӑр ҫынсен те пӗр чӑрмавсӑрах лекмелле. 

Пӗлтӗр ҫӗршыври шалти туризм юхӑмӗ 56 миллион ҫурӑ ҫынпа танлашнӑ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал ку кӑтарту тата ытларах пулмалла - 61 миллона яхӑн. Ҫавӑнпа та туристсем пуян культурӑллӑ Чӑваш Ене те килсе курччӗр тесен, ҫак енӗпе ӗҫлекен кадрсен шутне ӳстермелле. Вӗсем ҫитменни уйрӑмах районсенче сисӗнет. 

Экспертсем палӑртнӑ тӑрӑх, 2035-мӗш ҫулччен пирӗн ҫӗршывра туризм аталанӑвӗнче ӗҫлекенсен шучӗ 5 миллион ҫынна ҫитмелле. Халӗ вара ҫак отрасльте 2 миллиона яхӑн ҫын вӑй хурать. 

Оксана Верликова, Виктор Степанов