Сергей Петров ҫамрӑк ӳнерҫӗ бетон картлашкасене илемлетпе аэрозоль сӑррипе кӑна мар, киҫтӗкпе те усӑ курать. Ӗҫе уйӑх каялла пикеннӗ. Маларах та пӗтернӗ пулӗччӗ, тет, анчах та ҫумӑрлӑ ҫанталӑк кансӗрленӗ. Пӗр лаптӑк сӑн-сӑпатне улӑштарма ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ, тепӗр виҫҫӗшӗ юлнӑ. Ҫӳлӗк ҫинчи кӗнекесене аса илтерекен пусма хула ҫыннисене тӳрех тыткӑнланӑ.
Сергей Петров - Вӑрмар тӑрӑхӗнчен. Программист профессине алла илнӗскер, хӑйӗн пурнӑҫне ӳнер тӗнчипе ҫыхӑнтарас тенӗ. Ӳкерме мӗн пӗчӗкренех юратнӑ. Вунӑ ҫул ӗнтӗ тӗп хулан урамӗсене илемлетет. Чи курӑмлӑ ӗҫӗсенчен пӗри - Хевӗш урамӗнчи Андриян Николаев космонавт муралӗ. Кашни ӗҫе тӗплӗ тума тӑрӑшать. Сӑмах май, уҫӑ тӳпе айӗнче хӑйнеевӗрлӗ вулавӑш йӗркелеме юхан шыв порчӗн директорсен канашӗн ертӳҫи Владимир Тимофеев сӗннӗ. Кун пеккине вӑл Крымра курнӑ. Чӑваш Ен те пултаруллӑ ҫыравҫӑсемпе пуян.
Ваттисен сӑмахӗсемпе каларӑшсене икӗ чӗлхепе ҫырнӑ - чӑвашла тата вырӑсла. Сергей Петров юхан шыв портӗнче ҫу каҫипех тӑрӑшать темелле. Причал стенисене те вӑлах ҫӗнетнӗ. Шупашкар мӗнле аталаннине ӳкерчӗксем урлӑ кӑтартнӑ. Иртен-ҫӳрен вӗсемпе кӑсӑкланать. Шел пулин те, илемлӗхе пӑсма та ӗлкӗрнӗ. Сӑтӑрҫӑсем хӑйсен ячӗсене те ҫырса хӑварнӑ. "Тепӗр тесен кунта тӗссӗр бетон стена чылай. Кӑмӑл тӑвакансене сӑрӑпа та тивӗҫтерме пултаратпӑр. Хатӗр ӗҫсене ҫеҫ ан тӗкӗнччӗр", - теҫҫӗ юхан шыв портӗнче ӗҫлекенсем. Сӑмах май, иртнӗ ҫулсенче Атӑл хӗрринчи лаптӑка хӑтлӑлатма 50 миллион тенкӗ тӑккаланӑ: тротуарсем йӗркеленӗ, музей уҫнӑ, тӗрлӗ кӳлепе вырнаҫтарнӑ.
Хула ҫыннисемпе хӑнисене ҫӗнӗлӗхсемпе малашне те савӑнтарма шантараҫҫӗ кунта. Хаклама пултарчӑр ҫеҫ, теҫҫӗ юхан шыв портӗнче.
Вероника Павлова, Игорь Ульянов