Республикӑра патшалӑх пулӑшӑвӗпе тунӑ глэмпингсен шучӗ те, туристсен йышӗ те ӳссе пырать

Регионта хула шӑв-шавӗнчен канма май паракан вырӑнсем — глэмпингсем - хута ярас ӗҫ малалла пырать. Хальхи вӑхӑтра вӗсем Шупашкар, Улатӑр, Красноармейски, Куславкка тӑрӑхӗсенче тата Йӑлӑмра туристсене йышӑнма хатӗр. 

Йӑлӑмри "Аван" глэмпинг Атӑл юхан шывӗ хӗрринче вырнаҫнӑ. Ӑна "Туризм тата тараватлӑх" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн хута янӑ. Йӗри-тавра вӑрман, уҫӑ сывлӑш, шӑплӑхпа лӑпкӑлӑх хуҫаланать. Ҫав вӑхӑтрах канӑва туллин ирттерме пӗтӗм май туса панӑ. Ҫакӑн валли кунта 21 хӑна ҫурчӗ лартнӑ. Вӗсенче мӗн кирли йӑлтах пур: апат пӗҫермелли, канмалли, ҫывӑрмалли вырӑнсем. Хӗлле кунта квадроциклпа, ҫулла кимӗпе ярӑнма пулать. 

Хальхи вӑхӑтра республикӑн экономика аталанӑвӗн министерстви ҫитес ҫулсенче глэмпингсем хута ярас текенсенчен заявкӑсем йышӑнма пуҫланӑ. Халӗ ку проектсене пурнӑҫа кӗртмелли вӑхӑта виҫӗ ҫула тӑснӑ. Ҫакӑ регионти канӑва, туристсене илӗртмелли вырӑнсене тата хӑтлӑрах тума май парӗ. 

 

Оксана Верликова, Денис Пахмутов, Виктор Степанов