Ҫӗршыва ҫурран парӑнтарас шухӑш кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫуралнӑ, 19-мӗшӗнче вара инҫе ҫула тухнӑ хастарсем. Мӗн палӑртнине тӳрех пурнӑҫлама тытӑнас тенӗ. 32 ҫулти Павел Шабалина интернетри пӗр видео хавхалантарнӑ. Тен, эпир те пултариятпӑр тесе мӑшӑрне, Тамара Погасяна, Владивостока ҫити ҫула тухма сӗннӗ. Чи кӑсӑкли, вӗсем ку таранччен спортпа та ытлах туслӑ пулман. Халӗ вара кунне сахалтан та 25-30 ҫухрӑм хыҫа хӑвараҫҫӗ.
Ӑҫта ҫитни, мӗнле кӑсӑклӑ пулӑмсем пулса иртни пирки социаллӑ тытӑмсенче каласа параҫҫӗ. Вӗсен пурнӑҫӗпе вун-вун пин ҫын кӑсӑкланать. Вырӑнти хастарсем тӑрӑшнипех тӗл пулусем йӗркелеҫҫӗ. Шупашкарта хӑнасене наци юрри-кӗввипе хавхалантарнӑ. Павелпа Тамара темиҫе чӑваш сӑмахӗ те вӗренме ӗлкӗрнӗ.
Чӑваш Ен хастарсемшӗн кӗтнӗ регион пулнӑ. Кунта Павелӑн тӑванӗсем пурӑнаҫҫӗ. Иккӗмӗш сыпӑкри пиччӗшӗпе вӑл пӗрремӗш хут тӗл пулнӑ. Машинпа е поездпа ҫитейменнине ҫурран пултартӑмӑр, шӳтлет ҫамрӑк. Мӑшӑр Шупашкарта темиҫе кун пулнӑ, каннӑ, кирлӗ япаласем туяннӑ. Мӗншӗн тесен хӑйсемпе чи кирлине ҫеҫ илнӗ вӗсем.
Сывлӑхне те тӗрӗслеме ӗлкӗрнӗ. Нумай утнипе ура лаппи хӑмпӑланса тухнӑ арҫыннӑн. Ҫамрӑксем Тюмень облаҫӗ урлӑ ҫул хывнӑ. Унта Павелӑн тӑван кил-ҫурчӗ. Сӑмах май, Тамаран ачалӑхӗ те Ҫӗпӗрте иртнӗ. Вӑл тӑрӑха ҫулла ҫитме пӑлӑртаҫҫӗ, халӗ унта - шартлама сивӗсем хуҫаланаҫҫӗ. Тепӗр тесен кунти хӗл те кӑҫал ҫулҫӳревҫӗсене шеллемест.
Кашни утӑм - пӗчӗк ҫӗнтерӳ, тет мӑшӑр. Мӗн шухӑшланине пурнӑҫа кӗртес тӗллевлех вӗсем. Владивостока ҫитме ҫулталӑк ытла кирлӗ пулӗ. Пӗтӗм тӑкака хӑйсен кӗсйинчен саплаштараҫҫӗ. Хастарсем инҫет мелӗпе ӗҫлеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне кашни кун пирки видео ӳкерсе монтажлаҫҫӗ. Ку та тепӗр ӗҫ, теҫҫӗ ҫамрӑксем. Ҫулҫӳревӗн кашни ҫухрӑмне ҫапла майпа асра хӑварма пултарни хавхалантарать.
Хальхи вӑхӑтра Павелпа Тамара Хусантан иртнӗ. "Ывӑнсан канатпӑр та малалла утатпӑр. Эпир никампа та тупӑшмастпӑр - хамӑрпа ҫеҫ. Юратнӑ ҫын пӗрле пулни те вӑй парать", - тет мӑшӑр.
Вероника Павлова, Денис Афанасьев