Экономика министерствинче туризма аталантармалли патшалӑх программи хатӗрлеҫҫӗ

Чӑваш Ен хӑнисене мӗнпе тӗлӗнтерме пулать? Туризм отраслӗнчи ҫӗнӗ инвестици проекчӗсене "ҫавра сӗтел" йӗркелесе сӳтсе яврӗҫ. Ӑна экономика аталанӑвӗн министрӗ Дмитрий Краснов ертсе пычӗ. 

Туристсене илӗртекен чи кӑткӑс вырӑнсене суйласси, вӗсене тивӗҫлӗ шая ҫитерсе республикӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн комплекслӑ программине кӗртесси. Ҫакӑн пек тӗллев лартнӑ экономика министерстви. Ытларах вӑтам тупӑшлӑ туристсене явӑҫтарма палӑртаҫҫӗ. Ку енӗпе усламҫӑсен вырӑнти влаҫпа пӗр чӗлхе тупса ӗҫлемелле. Ун пек чухне кӑна республикӑн хӑйнеевӗрлӗ туризм сӑн-сӑпачӗ йӗркеленӗ. Калӑпӑшлӑ проектсен шутӗнче - "Аслӑ Атӑл ҫулӗ". Вӑл кӳршӗллӗ регионсене пӗрлештерет. Ҫавӑн пекех автотуризм пуласлӑхӗ пысӑк. Чӑваш Ен урлӑ 4 аслӑ ҫул выртать. Автомобильпе ҫул ҫӳрекенсем валли хальхи йышши кану вырӑнӗсем йӗркелесен, вӗсем талӑка та пулин пирӗн тӑрӑхра чарӑнма пултарӗҫ. Тӗслӗхрен, Сӗнтӗрвӑрринче туристсене илӗртес тӗлӗшпе ҫине тӑрса ӗҫлеҫҫӗ. Хулара пӑрахутсем тӑтӑшах чарӑннине хӑнӑхса пыраҫҫӗ кунта пурӑнакансем. Унсӑр пуҫне ҫуран ҫӳремелли маршрута те аталантарӗҫ. "Патша тӑвӗнче", сӑмахран, кафе уҫаҫҫӗ. Ҫакӑн валли 80 миллион тенке яхӑн грант ҫӗнсе илнӗ.

Тепӗр ҫул Сӗнтӗрвӑрринче причал стенине тума пуҫлаҫҫӗ. Кӑҫал дебаркадер лартнӑ. Ҫывӑх кунсенче хулара туристсен пысӑк ушкӑнне кӗтеҫҫӗ.

Ҫавӑн пекех тепӗр ҫул Шуршӑлти Космонавтика музейне тӗпрен ҫӗнетме пуҫлаҫҫӗ. Тата Ҫавал шывӗ тӑрӑх ярӑнмалли майсем тума палӑртнӑ Чӑн та, ку шухӑш инвесторсем укҫа-тенкӗ хывсан ҫеҫ пурнӑҫа кӗрӗ. Чӑваш Енри туризм аталанӑвӗн программине хатӗрленӗ. Ӑна пӑхса тухса ҫирӗплетмелли кӑна юлнӑ. Муниципалитетсем те хӑйсен проекчӗсемпе ӗҫлеҫҫӗ.

Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, 2030-мӗш ҫул тӗлне Чӑваш Ене килекен туристсен шучӗ ҫулталӑкне пӗр миллион та 500 пин ҫынпа танлашмалла.

Диана Иванова, Андрей Шоклев