Ҫут ҫанталӑк ытамӗнче чунпа канмалли вырӑн

Республикӑра кӑҫал 6 глэмпинг тума палӑртнӑ. Пӗлтӗр проектсене ҫӗршыв шайӗнчи конкурс суйлавӗнче ырласа ятарлӑ наци проекчӗпе килӗшӳллӗн патшалӑх укҫа уйӑрнӑ. Пулӑшу виҫи 300 миллион тенкӗпе танлашать, инвесторсем строительствӑна 700 миллион тенке яхӑн хӑйсен укҫине хываҫҫӗ. Экономика министрӗ Дмитрий Краснов Красноармейски тӑрӑхӗнче ӗҫ мӗнле пынипе паллашрӗ. 

Йывӑр ӗҫ эрни хыҫҫӑн е ытти чухне те ҫут ҫанталӑк ытамӗнче чунпа канма, шӑплӑхпа киленме, хуҫисем сӗнекен программӑпа вӑхӑта кӑмӑллӑ ирттерме пулӗ. Ҫакна валли Пшонкӑ ялӗ ҫывӑхӗнчи плотина хӗрне суйланӑ. Ахаль хӑна ҫурчӗпе танлаштарсан ку вӑл самай ҫӑмӑл та хӑвӑрт пулакан ӗҫ меслечӗ, тӑкакӗ енчен те перекетлӗрех. 

Проектра тӗрлисене пӑхса хунӑ. Барнхаус меслечӗпе тунисем, ӳпле евӗрлисем тата пӗчӗк хӑна ҫурчӗсем пулӗҫ. 

Дмитрий Краснов пысӑк проекта пурнӑҫлама пикеннисемпе кунтах пысӑк ӗҫ-пуҫ, уявсем ирттерессине те сӳтсе яврӗ. Сӑмахран, пулӑҫсен фестивалӗ валли те пӗве хӗрринчи кану бази - ӑнӑҫлӑ вырӑн. Строительсем графикран юлмасӑр ӗҫлеҫҫӗ. Паянхи кун тӗлне 5 пӳлӗмлӗ 1 ҫурт хатӗр. Трак тӑрӑхӗнчипе танах Куславкка, Улатӑр, Канаш, ытти округра туризмпа кану базисем йӗркелеҫҫӗ. Анчах та малтанласах шанӑҫа тӳрре кӑларманнисем пур. Шупашкар тӑрӑхӗчи "Волга" санаторинчи глэмпинга, сӑмахран, ҫак сӑлтавпа патшалӑх пулӑшӑвне илекеннисен йышӗнчен кӑларма йышӑннӑ. Ҫавна май республикӑра 7 вырӑнне 6 ҫӗкленет.

Алиса Александрова, Денис Пахмутов, Димитрий Макаров