"Чебоксары" карап ҫинче экскурсисем ирттерме пуҫланӑ

Пограничниксем усӑ курнӑ кимӗпе паллашас текен питӗ нумай. Куракансене мӗн илӗртет? Ку ыйтупа пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ те кӑсӑкланчӗ.  

Карап 33 ҫулта. Вӑл тинӗс вӑйлӑ хумханнине те чӑтма пултарнӑ. Служба вӑхӑтӗнче патшалӑх чиккине сыхласа 65 пин миль хыҫа хӑварнӑ. 1988 ҫултанпа Латвири совет пограничникӗсен йышӗнче пулнӑ. 1993 ҫулта Калининград облаҫӗнчи  Балтийска куҫнӑ. Малтанласа карап 052 номерпе ҫӳренӗ. Унтан ӑна "Соболь" ят панӑ. Юлашкинчен вара вӑл Шупашкар ячӗпе хисепленсе тӑма пуҫланӑ. Шупашкарта тинӗс ҫар историйӗпе кӑсӑкланакан нумай пуласса курса тӑнӑ музейпа туристсен центрӗнче ӗҫлекенсем. Хальлӗхе экскурсоводсем ҫитсе пыманран хӑш-пӗр ҫынсене тӳрех йышӑнаймаҫҫӗ те. Экскурсисене, шӑматкунпа вырсарникунсӑр пуҫне,  кашни кунах ирттереҫҫӗ. Карап ҫинче сӑн ӳкерттерме юрать. 7 ҫулчченхи ачасене тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ.  Ҫитес ҫул кунта интерактивлӑ музей уҫас тӗллевлӗ. 


Надежда Александрова, Михаил Солин