Чӑваш сувенирӗсем Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра палӑрнӑ

Пирӗн республика "Турист сувенирӗ" Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӑн Атӑл тӑрӑхӗнчи тапхӑрӗн ҫӗнтерӳҫисен йышне кӗнӗ. 

Пӗтӗмлетӳ Пермь хулинче иртнӗ. Наци апатне хаклакан номинацире Етӗрнесем хатӗрленӗ шӑрттан 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ, "Ҫулталӑк сувенирӗ" ятшӑн тупӑшнисем хушшинче Ҫӗрпӳ пӗремӗкӗ ятарлӑ диплома тивӗҫнӗ. Ҫак конкурса кӑҫал Чӑваш наци музейӗ те хӑйӗн продукцийӗпе ҫитнӗ. Тупӑшӑва тӑратнӑ 3 парнерен 2-шӗ "Музей сувенирӗ" номинацире палӑрнӑ. Тӳресене чӑваш халӑх уявӗсене, йӑли-йӗркине сӑнланӑ сӗтел ҫине лартмалли тата стена ҫине ҫакмалли календарьсем килӗшнӗ. Сӑнӳкерчӗксенче фондра упранакан костюмсене тӑхӑннӑ музей ӗҫченӗсем. Ҫавӑн пекех конкурс хаклавҫисене паянхи кун ҫамрӑксем хушшинче анлӑ сарӑлнӑ пир хутаҫ - чӑвашлӑх сӗмне кӗртнӗ шоппер тӗлӗнтернӗ. 

Алиса Александрова, Вадим Владимиров