Паян туристсене илӗртме ҫӑмӑл мар. Пуян историпе кӑсӑклантарни ҫеҫ ҫителӗксӗр. Ҫӗнӗлле ӗҫлемелле. Ҫак ыйтӑва татса парас тӗллевпе тӗп хулара ятарлӑ сесси йӗркелерӗҫ. Пухӑннисем ушкӑнсене пайланса хӑнасене илӗртессипе тӗрлӗ сӗнӳ-канаш хатӗрлерӗҫ. "Руна ҫулӗпе" проекта илес пулсан, унпа килӗшӳллӗн Хусан ҫыранлӑхне тата Атӑл леш енне аталантарасшӑн. Сӑмах май, юхан шыв урлӑ канат ҫул хывасшӑн тата ытти те. Чи кӑсӑкли, "Руна ҫулӗпе" проекта Чӑваш Ен кӑна мар, ытти регионсем те хутшӑнаҫҫӗ. Палӑртнине пурнӑҫа кӗртме чылай укҫа кирлӗ. Ҫавӑнпа та ҫак ӗҫе усламҫӑсене явӑҫтарас тӗллевлӗ. Пурӗ 7 миллиард тенкӗ инвестици хывма палӑртнӑ.
Вероника Павлова, Святослав Петров