Пирӗншӗн ахаль пек туйӑнакан япалара тепӗр чух айккинчен килнӗ ҫын тӗлӗнмелли, кӑсӑкли тупать. Ҫавӑнпа та аталану проекчӗсем хатӗрлессине хушӑран экспертсене явӑҫтарни пӗлтерӗшлӗ.
Ҫӗршыв шайӗнчи экспертсем наци культурине музей залӗсенчен халӑх хушшине, ҫын йышлӑ ҫӳрекен вырӑна илсе тухма сӗнеҫҫӗ. Чӑваш тӗрри, наци хӑйнеевӗрлӗ паллисем хула сӑн-сӑпачӗпе килӗшсе пӗрлешчӗр. Хӑнасем кирек епле маршрут суйласан та пирӗн тӑван культурӑпа ҫывӑхланма пултарччӑр. Туризм проектне мӗн-пур муниципалитета кӗртмелле. Тӗслӗх вырӑнӗнче пурне те пӗр уява пуҫтаракан Акатуй. Цифра сервисӗсем вара туристсене тӗп хуларан регионӑн тӗрлӗ кӗтесне ҫитме пулӑшмалла. Туризмӑн социаллӑ тӗллевӗсене те палӑрмалла. Вӑл шутра ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннисемпе вӗсен ҫемйисене тӗрев парасси. Кану базинче санатори сиплевне экологи турӗсемпе анлӑлатмалла.
Чӑваш Енӗн ҫулҫӳревҫӗсене никам кӑтартманнипе тӗлӗнтерме те майӗсем пур. Пирӗн регион, сӑмахран, Раҫҫейри пӗртен-пӗр Трактор историйӗн музейӗпе мӑнаҫланма пултарать. Унта йӗркелекен шоусене татах та пуянлатма май пур. Ӗҫлӗ тӗлпулусемпе презентацисем валли те музей ӑнӑҫлӑ лапам пулмалла. Пирӗн тӑрӑхра пирвайхи хут пулса курнӑ экспертсем тепринче ҫемйисемпех килсе регионпа ҫывӑхрах паллашас кӑмӑл пуррине палӑртрӗҫ.
Алиса Александрова, Виктор Степанов








